| 5699 | Авак ҫынпа пурнӑҫ савӑк. | Лайӑх — Начар |
| 5682 | Аван автана вӑхӑтсӑр пусмаҫҫӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5683 | Аван автанӑн сасси те хитре. | Лайӑх — Начар |
| 5684 | Аван автаншӑн чӑхсем те виҫӗ кун тавлашнӑ тет. | Лайӑх — Начар |
| 5685 | Аван ӑспа тӑп ҫӳре. | Лайӑх — Начар |
| 5692 | Аван маррине авалах тиркенӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5686 | Аван пул та, савӑк пул. | Лайӑх — Начар |
| 5687 | Аван пулсан таҫта та аван. | Лайӑх — Начар |
| 5688 | Аван пурӑнма алӑ тӗслӗ ӑс кирлӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5689 | Аван пурнӑҫ астарать, начарри шутлаттарать. | Лайӑх — Начар |
| 5690 | Аван пурнӑҫ ахалех пулмасть. | Лайӑх — Начар |
| 5691 | Аван пуҫланни аванах пӗттӗр. | Лайӑх — Начар |
| 5693 | Аван ятпа пурӑнма лайӑх. | Лайӑх — Начар |
| 5694 | Аванни нихҫан та ҫӑмӑлпа пулмасть. | Лайӑх — Начар |
| 5695 | Аванни нумай та, лайӑххи сахал. | Лайӑх — Начар |
| 5696 | Аванни хуть хӑҫан та аван. | Лайӑх — Начар |
| 5697 | Аваннине пурте кураҫҫӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5698 | Аваннипе лайӑххи — алӑкӗпе янаххи. | Лайӑх — Начар |
| 5700 | Лайӑх акни вырма ҫӑмӑл. | Лайӑх — Начар |
| 5701 | Лайӑх вӑрлӑхран ыр ҫимӗҫ. | Лайӑх — Начар |
| 5702 | Лайӑх енне чун туртать, усал енне мур туртать. | Лайӑх — Начар |
| 5703 | Лайӑх кӑмӑл, ылтӑн тата лайӑхрах. | Лайӑх — Начар |
| 5704 | Лайӑх кун пуласси ирех палӑрать. | Лайӑх — Начар |
| 5705 | Лайӑх начар пурӑнмасть. | Лайӑх — Начар |
| 5706 | Лайӑх начарпа туслӑ мар. | Лайӑх — Начар |
| 5707 | Лайӑх пулать — сахал пулать. | Лайӑх — Начар |
| 5708 | Лайӑх пурнӑҫран пурлака каймаҫҫӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5709 | Лайӑх ҫине лайӑх — пылпа ҫу пек. | Лайӑх — Начар |
| 5710 | Лайӑх та пулать, япӑх та пулать. | Лайӑх — Начар |
| 5711 | Лайӑх тум ҫынна юсать, ҫӗтӗк пӑсать. | Лайӑх — Начар |
| 5712 | Лайӑх тумтире кӗве каснӑ. | Лайӑх — Начар |
| 5713 | Лайӑх юрӑ вилӗмсӗр. | Лайӑх — Начар |
| 5714 | Лайӑх япала васкаса пулмасть. | Лайӑх — Начар |
| 5715 | Лайӑх япала хӑйне хӑй мухтать. | Лайӑх — Начар |
| 5716 | Лайӑх ят мултан та паха. | Лайӑх — Начар |
| 5717 | Лайӑха сав, ырра юрат. | Лайӑх — Начар |
| 5718 | Лайӑха ҫыпӑҫнӑ — лайӑх пулнӑ, япӑха ҫыпӑҫнӑ — япӑх пулнӑ. | Лайӑх — Начар |
| 5719 | Лайӑха та пӗр хӗвел, начара та пӗр хӗвел. | Лайӑх — Начар |
| 5720 | Лайӑхӑн лайӑхах пулать. | Лайӑх — Начар |
| 5721 | Лайӑхӑн чикки ҫук. | Лайӑх — Начар |
| 5722 | Лайӑхпа ҫӳрекен яшланнӑ, усалпа ҫӳрекен ватӑлнӑ. | Лайӑх — Начар |
| 5723 | Лайӑхран лайӑх тата пур. | Лайӑх — Начар |
| 5724 | Лайӑхран начар тӑван, начартан лайӑх тума ҫук. | Лайӑх — Начар |
| 5725 | Лайӑхсӑр начар пулмасть, начарсӑр лайӑх пулмасть. | Лайӑх — Начар |
| 5726 | Лайӑххи выртать, усалли чупать. | Лайӑх — Начар |
| 5727 | Лайӑххи кас-кас, начарри час-час. | Лайӑх — Начар |
| 5728 | Лайӑххи нумая пымасть теҫҫӗ. | Лайӑх — Начар |
| 5729 | Лайӑххи пӗрчӗ пек, начарри пӗлӗт пек. | Лайӑх — Начар |
| 5730 | Лайӑххи пур ҫӗрте те лайӑх. | Лайӑх — Начар |
| 5731 | Лайӑххи ҫинчен калама та лайӑх. | Лайӑх — Начар |